Ҫулҫӑм
Сӗткен парса ӳстернӗ Ҫулҫӑм,
Сиктертӗм мар-и ҫӑвӗпе
Сана савса хам хӗвӗмре?
Сан яланхи "ан яр - ан хуҫӑл"
Памарӗ ирӗк вӗҫертме
Килсен те тӑвӑллӑ Хӗлле...
Пӗле тӑркач: эс мансӑр туҫӑр¹,
Хӑрса типсен те тиркеме
Хӑймарӑм, саврӑм ҫаплипех.
Веҫех тӳсме пултарнӑ хурҫӑн
Тӑрсан та ҫирӗп - ма ҫӗре
Ӳкме эс хӑйрӑн пур-пӗрех?!
Пулсассӑн каҫ - килет-ха шуҫӑм,
Хӗлпе ылмашӗ ҫуркунне
Ун чух юратӑн теприне...
¹туҫӑр - хевтесӗр; несамостоятельный.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха