Пуласлӑх

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Пытанмалла вылять Пуласлӑх:

Курнать те - ҫухалать куҫран.

Астармӑш ӗмӗт пек хаваслӑн

Кулли кусать унтан-кунтан...

Пытанмалла вылять Пуласлӑх:

Кунтахчӗ пек - йӗрри юлман.

Шыра та туп - тӗнчемӗр аслӑ.

Тытмарӑн-тӑк - калаймӑн "ман!"

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха