Шухӑш
Шалтан
шӑтма
шикленнӗ
Шухӑш
Шырарӗ
шатлӑх¹
ӑшӑмрах...
Тӗсет
та-ха
юнавлӑн
Турӑш:
тӑхта,
тӑхта
тата
кӑштах!
Тӑнлав
тӗлне
таккатӑр
Тайӑн²;
Харкамлӑх³
хӗстӗр
хаярна;
Кӗтсем!
кӗтсен
кӗтрет²
курайӑн -
Поэт!
пӗлсемччӗ
пултарма.
шатлӑх¹ - килӗшӳ; согласие.
тайӑн² - палӑртни; миссия.
харкамлӑх³ - хӑйнеевӗрлӗх; индивидуальность.
кӗтрет² - асам; чудо.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха