Чӳрече леш енче
Чӳрече леш енче - ӳлекен ҫут тӗнче:
Ахӑрса-макӑрса каҫӑхмасӑр йӳтет...
Ересрен - чирӗнчен хӑтарать кӗленче.
Ман черчен тӳсӗме виҫелет ват Сехет.
Куҫлӑхне тӳрлетсе тимлекен тухтӑр пек
Самана амакне тишкеретӗп хуллен:
Ҫын ҫинчен ҫын ҫине сапаланнӑ инкек -
Хам тухмастӑп ҫӑлма. Хӑв кӗрсен - эмеллеп...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха