Чарусӑр Ҫур
Ҫырма урлах! чупса каҫсассӑн
Ҫара уран чарусӑр Ҫур
Никам курмасть тесе хавассӑн
Ҫӑвар тулли ҫиет шур юр...
Кӑра Хӗлле сиссен - тустарӗ!
Каллех хӑвалӗ хӑй хӗвне!..
И-и! Хӑратмасть артак-хаярӗ¹:
Халь тин... тытаймӗ Хӗл хӗрне...
¹артак - ачашлӑх; нега, ласка
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха