Айӑп
Кушӑрканӑ сӑнна тиркеме-и? Саватӑп!
Паллакан пӗрмесемсӗр¹ кӳтсе пӳрнемсем...
Таврӑнмалӑх кӑна тӑрса юлнӑ хӑватӑм
Капланса хӑпарать хутлӑхна² ҫитейсен.
Куҫунти юнакан салхӑвна ӑнланатӑп -
Сӳрӗкленнӗ пулсан та сӳнмен-ха ҫутту.
Ну, каҫар-ха мана! Умӑнта пур ҫав айӑп.
Кутӑнҫи ачалла тухса утӑп атту!..
пӗрме¹ - карт; морщины.
хутлӑх² - вырӑн; местность.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха