Анапестӑм

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Уйрӑлу тӑршшӗне тунсӑхпа виҫнӗ майӑн

Вӑрӑмрах курнӑҫас кунчченхи ҫул-йӗрӳ.

Тӗпренет тӑтӑрхам¹ самантшар пайӑн-пайӑн

Пӗҫертет тутама шеп² яту - хӗрӳрен те хӗрӳ.

 

Ҫул ҫинчен аташса каясран сых пулмалӑх

Сӑввӑлла йӗркесен хушшипе уттарсам.

Вылянса тӑччӗрех халӑхпа ҫутҫанталӑк -

Ӑшӑмран тапакан ман Анапестӑм³ - сан.

 

тӑтӑрха¹ - ҫирӗплӗх; крепкость.

шеп² - хитре; красивый.

анапест³ - сӑвӑ виҫи; стихотворный размер.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха