Ман ят
Туту ҫинче ӳкерӗ кулӑ,
Куҫна пӑрахӗ ҫут хӗлхем,
Пите пӗҫертӗ чӑпӑрт! ҫулӑм -
Ман ят... ман ят асна килсен.
Ӗшеннӗ пултӑр - ырӑ-ырӑ
Ынатлӑх сарӗ кӑкӑрна;
Ларма-тӑма тупаймӑн вырӑн,
Тупаймӑн вӑй манран тарма...
Туту ҫинче ӳкерӗ кулӑ,
Куҫна пӑрахӗ ҫут хӗлхем,
Пите пӗҫертӗ чӑпӑрт! ҫулӑм -
Ман ят... ман ят асна килсен.
Ӗшеннӗ пултӑр - ырӑ-ырӑ
Ынатлӑх сарӗ кӑкӑрна;
Ларма-тӑма тупаймӑн вырӑн,
Тупаймӑн вӑй манран тарма...
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха