ШалчапаХӑмла
Типекен Шалчана йӑпшӑнса авӑрларӗ Хӑмла:
Ешӗлкке те черчен ҫулҫипе кӑтӑкларӗ.
Карнисран ҫаклансах мӑшӑра сӑнакан ҫут Тумла
Кӗвӗҫпе кӳпӗнсе ҫӗр ҫине пат! тумларӗ.
Шерпетле яшлӑхпа сывлакан ытарми Авӑра
Яштака пӗвӗпе антӑхтарнӑ пек Шӑчӑ...
"Сас-хура вӗҫтерсе ҫӳрекен Ҫилсенчен ан хӑра", -
Ҫыпӑҫтарчӗ часрах хӑй ҫумне тӑчӑ-тӑчӑ.
...Ӗлӗкрен Ҫутҫанталӑк йӗрки иксӗлми те тӑмат¹
Ҫак тӗнче ӳпӗнсе каясран сыхламалӑх:
Пурӑнма хистесе пӗр-пӗрне тӗревлес Вӑй-хӑват
Кашнинче уйрӑмшар вӑратать аптраманлӑх.
¹тӑмат - диал. ҫирӗп, улшӑнми; прочный, основательный.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха