Хӑюллӑ Ҫуркунне

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ватлӑха - ним те мар - ҫутӑлтарӗ хӑюллӑн,

Вилӗме - шикленми - хӑй кайса пытарать.

Ним ҫукран темӗскер ҫуратас пултарулӑх

Унра ҫеҫ шарласа иксӗлмесӗр тапать.

Хӑй пырас ҫул ҫинче никама уямасӑр

Иртекен-ҫӳрене тӗкӗнмесӗр тивет.

Пулнине вӑтӑрсах-кӑкласах ваклӑр-касӑр -

Пур-пӗрех пушлӑха сывласа чӗм кӗртет.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха