Хавха
Чӗрем мар! шаккаса йӑлӑхтарчӗ Хавха¹ -
Вырнаҫасшӑн каллех ҫӗр каҫмалӑх.
"Тупнӑ, кур: ҫӗр ҫинче тарават ухмаха!"
"Пултару лаҫӗнчен кӳр, сыптар, - тет, - ӑсталӑх!.."
Шухӑшсем - кӑрчаман - пылакланнӑ, ҫӑра,
Аншарлин² сӑввӑмшар юхтармалӑх...
Ҫакнӑ мар-и, ара, ҫӗр те вунӑ ҫӑра
Сых ятне: ӳстермешкӗн хаярлӑх?
...Ни кӗтмен, ни чӗнмен, ҫапкаланчӑк Хавха!
Тӗлӗке те кӗртместӗп тесеччӗ...
Тухатларӗ пулас - сирчӗ-ячӗ ыйха -
Чунҫунтармӑшӑн ҫитрӗ саманчӗ:
Тӑранмасӑр ӗҫет ӑсӑма-тӑнӑма,
Туйӑмсен тумламне хӑвармарӗ...
Юрамасть ҫав пире ҫывӑх-ҫывӑх тӑма -
Артакне³ пӑхӑнать ҫав хаярӑм.
хавха¹ - хавхалану; вдохновение.
аншарли² - килте юхтарнӑ эрех; самогон.
артак³ - ачашлӑх; нега.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха