ТинӗспеТӳпе

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Куҫунти кӑн-кӑвак авӑру ӑшӑхланнӑ,

Ярӑнса чӳхенмелӗх юлман пек юмарт кӑмӑлу -

Тӑварна шӑратса тӗпретмелӗх пур манӑн

Тумламшар санранах амаланнӑ пурнас ӑнтӑлу:

Чӑм тара ӳкиччен кун каҫа ҫумӑрлайӑп -

Вӑй ҫитет - типӗрен кӑларайӑп сана ҫав-ҫавах.

Хӑрамастӑп нимрен. Тӗнчере ман пӗр айӑп -

Куҫкӗскийӗм, куратӑп хама санра ҫеҫ. Ан пӑрах..." -

Чӗркуҫленнӗ Тӳпе кӑн-кӑвак Тинӗс ҫийӗн -

Ытти чух йӑлӑнса-кармашса ҫитме ҫук вӗт ӑна!

Эй, тӗнче! Тӗлӗнтермӗш вӗт: Пурнӑҫ та Вилӗм

Ҫӗнтерес ҫӗртенех пӗр-пӗрне парӑнаҫҫӗ пӗрмай!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха