Калем
Тап-таса, яп-яка хут ҫинче ҫӗрӗпех йӑваланчӗ -
Кун каҫа ал ӑшши туйманран антӑхса ҫитнӗскер
Эревет шухӑшне йӗрлесе вӗҫлемлӗх самантчӗ -
Ӑнсӑртран шарт! сиктерчӗ, ӳкерчӗ ӳпне¹ темӗскер...
Юлашки пулмалли тумламне юхтармасӑр хӑварчӗ
Ӗмӗрне ассенче хӑварма ӑраскал² пур ҫинче...
Ахӑртнех, пурнӑҫпа паянах сыв пулма хатӗр марччӗ -
Тӗпкӗчне³ вӑл курать тепӗр каҫ ҫуралас сӑввинче.
¹ӳпне - питпе аялалла; ничком.
²ӑраскал - мехел; удачливый случай.
³тӗпкӗч - йӑх тӑсӑмӗ, кӗҫӗнни; наследник.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха