Калемпе шурӑ Хут

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ҫулӗсем васкасах иртнӗҫем тухаймасӑр качча

Кӑвасак¹ асапне ҫӑтакан ват хӗр пек шур Мачча

Калемрен ыр курса выртакан Хут таткийӗ ҫине

Тӑкасран кӳлӗшӳ, ӑмсану, ылхану виҫине

Хуралта салтакла тӑракан тват енчен тват Хӳме

Ялтӑркка люстрӑсен ҫутине тытӑнаҫҫӗ сӳме...

Ваккатла², тват енчен тват Хӳме кӗнӗрен ман хута

Чӑмакка пуличчен лӑтӑрканнӑ телейлӗ Хута,

Хура тар тумлатса ывӑнман мӑкалми Калеме

Йӑтӑнса анас пек Маччана "айӑп ҫук ман" теме -

Хам алпах кашни каҫ иккӗшне астарса янине

Ӑнлансах - сунтӑха уйрӑмшар пытаратӑп - вилме.

¹кӑвасак - йӳҫӗ; кислый.

²ваккат - хӳтӗлевҫӗ; адвокат.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха