Саншӑнах

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Таҫта унта - тӗнче кӗтесӗ.

Таҫта унта - пӗлетӗп - эсӗ:

Вулатӑн кӗлӗ ман ятпа,

Ҫутса яратӑн сар ҫурта...

Ҫавна туйса утатӑп эпӗ.

Ӳксе, тӑрса, татах вӗҫетӗп!

Сассу чӗнет, сӑну таса -

Шыва чӑмса, вутра ҫунса

Тепре тухатӑп - саншӑнах!..

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха