Ӗнерпе_Ыран
Паянах: Ӗнерпе мӑшӑрланӗ Ыран!
Туйӗнче ташласа-юрласа юлмасан...
Кивҫенле кун илме ан та хӑй Ватлӑхран -
Шӑлсӑрскер курпунпа явӑҫаймӗ Асам.
Ӑраскал - мыскара, мешехин* пур йӗрке -
Ӑсупа чун-чӗрӳ пулччӑрин кӳнтӗлен*!
Пурнӑҫ хӑй макӑрса савӑнмалӑх пирке* -
Алтӑрне тыт паян - Вилӗмрен эмеллен!
*мешехе - обряд, церемония
*кӳнтӗлен - свидетель
*пирке - повод, причина
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха