Вӗҫтер!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Иртни патне кӗрсе тухмасӑр

Инҫе кайма ҫитмест хевте...

"Туссем, аташӑр, юрлӑр, асӑр!

Хуса ҫитетӗп!" - терӗм те

Лӑштах! ларса Ӑна тӑхтарӑм.

Ун шӑршине ҫӑта-ҫӑта

Пӗр хускалмасӑр тарӑн-тарӑн

Сывларӑм - сыпрӑм вӑхӑта:

...Ах! мӗн тери пылак-тӑварлӑ:

Айванлӑх-чӑрсӑрлӑх пӗрле...

Манман! Веҫех-веҫех каҫарнӑ -

Ыраттармастпӑр пӗр-пӗрне...

Кӗтсе-кӳтсе ӗшеннӗ тейӗн

Вӑл вӑйсӑр - пӑрӑнчӗ манран:

"Хисеп туни - паха та, хӗрӗм,

Анчах кӗтет сана Ыран.

Вӗҫтер! Ачаш та витӗр Ҫилӗм!

Ман ятпала упра хӑвна!

Килес тесессӗн илӗм-тилӗм¹ -

Килях - ырсассӑн йӑпанма!"

илӗм-тилӗм¹ - ӑнсӑртран; вдруг.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха