Ҫӑкҫӑма
Теприсем тӗкӗнме хӑяйман хуплашкам илемне
Кӑн-кӑвак куҫунтан вӗҫертме те хӑратӑн...
Паянччен ҫирӗпех пулнинчен кирлӗ мар тӗлӗнме -
Ӑшлӑха* упрама пултарать-ха хӑватӑм.
Хӗвӗшӳ хӳттинче пӑлхавна пытарма пӗлнӗрен -
Ҫын ҫинчех эс мана вӑтанмасӑр вулатӑн...
Халиччен курман пек, тепӗр хут, ҫӗнӗрен -
Ӑс-тӑнпа туйӑмна вӑрҫтарать пулӗ ятӑм.
Лӑплансассӑн куҫу ӳкерет ӳкӗнӳсӗр хисеп
Ахӑртнех, тепӗр хут куриччен упрамалӑх -
Йышӑнатӑп, унпах кирлӗ чухлӗ - пӗлетӗн - тӳсеп
Ыттине хак парать хальхи мар, ҫӗнӗ халӑх.
*ӑшлӑх – шалти; содержание.
*ҫӑкҫӑ - хӳтӗлевҫӗ; поручитель.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха