Эпир – састаш!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

И-ий!.. пурнӑҫ - мӗн?

                    - Черетлӗ СӐВӐ!

Ҫулсем тени ҫавра¹ кӑна:

ТАКАМ алли сайра та йӑвӑ²

Йӗркен-йӗркен ҫырать ӑна...

Тӗнче пекех ҫав сӑвӑ тӑвӑр:

Асап та савнӑҫ алылмаш³

Тӑваҫҫӗ утӑм⁴ - курӑр хӑвӑр...

- Эпир камсем?

                  - Эпир - САСТАШ⁵


¹ҫавра - строфа, куплет.

²йӑвӑ - тачӑ; плотно.

³алылмаш - черетлӗн; поочередно.

⁴утӑм - ритм в стихосложении.

⁵састаш - рифма в стихосложении.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха