Тӑхӑмсене

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


...Ман ятпа ан лартӑр ҫӳллӗ палӑк -

Ҫил ҫинче вӗҫтерӗр сӑрӑ кӗлӗме.

Ятӑма ас тутӑр ырӑ халӑх

Вӑл пултарнӑ - пултаратпӑр-ха! -теме.

...Ман ятпа вӗри куҫуль ан тӑкӑр!

Вӗлкӗштерӗр шурӑ-шурӑ тутӑрсем.

Йӑлапах: ай, ташлӑр тӑпӑр-тӑпӑр -

Ваттисем, халланччӗр, илмелле килсен…

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха