Хӗвелпе Хӗлле

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


"Шӑнтакан илемпе ҫатӑрласшӑн

Ян! янрас хӗлхемсем татӑлса каймалла?!..

Ашкӑнах! Ҫупӑрлах-ха, тархасшӑн -

Сан, пиҫсе пӗр хутчен те пулин курмаллах!"

 

Хӗртекен хӗлӗхпе авӑрланнӑ

Сар Хӗвел шӑтарать Шур Хӗлле шупӑрне...

- Пӗҫертет!..

                     Кам ӗненнӗ-шутланӑ:

Пултарать вӗт кулли, чӑнласах, ҫӗнтерме!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха