Эп хӗрарӑм кӑна!..
Хӗсӗнсе тухайман сӑввӑмсем ҫуралмасӑр вилеҫҫӗ...
Ӳкнисен шутӗнче - Хусанкай та Митта еккисем...
Эп хӗрарӑм кӑна!.. Ма-ха? ма "Ҫеҫпӗл в юбке" эс теҫҫӗ?
Ернӗ пуль - ҫамрӑкла. Сыватсамӑр мана! Сипленсен...
Ҫакӑнта, кӑкӑра ҫуракан ырату тамаланӗ,
Тӗртӗмсем пӑчӑртамӗҫ куҫҫуль тӗрӗсмарлӑх курсан!
Уйӑрми тӗссӗрленӗҫ вара: тус-тӑванӗ, тӑшманӗ...
Хӑть кӗреш, хӑть ҫырлах - вӗҫӗнче пурте - пӗр: кӗл, тусан...
Эп хӗрарӑм кӑна... Поэтсен ҫулӗпе такӑнмасӑр,
Ҫакса янӑ ята ӳкермесӗр татах та утма
Хӗр-упраҫ ӑрӑсне ас тивмесӗр тумлам - ваклӑр-касӑр -
Килӗшместӗп, илтет(ӗ)р-и унта, ҫӳлтисем, паянтан!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха