Сӑмах_та_Кӗвӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Сӑмах - хӑр тӑлӑх-иҫ!

Кӗвви - хӑй тӗллӗн!

Ма тӗл пулман-ши халиччен?

Пӗр-пӗтӗҫсе чипер Юрра илемлӗн

Ма вырнаҫман шур хут ҫинче?

Ӑста! Ӑҫта-мӗнпе пӑхатӑн эсӗ!?

Тата нумай-ши кӗтмелле?

Этем - тӑрлавсӑр, ҫут тӗнче - тирпейсӗр...

Ҫураҫтарсам! Йӑхма пилле!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха