Ҫӑлӑнар-и?

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Тусан ҫӑтса выртать телейсӗр Сӑвӑ.

Хуҫи ҫӗрсе тӗпреннӗ, ахӑр, тахҫанах...

Шӑпи хӑрушӑ - тупӑкран та тӑвӑр

Тӗнче пусать, кашни ахлатӑвӗ - Сӑмах.

 

Пӗр-пӗр Чӗре хута кӗрсе ҫӑлинччӗ:

Аса илни кӑна - ытарайми ҫӑтмах!

Ни чӗрӗ, ни виле...

                         Тахҫан - Ӑста ачиччӗ:

Паян вара - кӗлленӗ кӗлӗ пек анчах...

 

Вӗрсе кӗртем-и чӗрӗ сывлӑш, тусӑм?

Сирем-и сассӑмпа асаплӑ ыйхуна?

Мехелӗм пур кӳмелӗх сиплӗ усӑ -

Савсах вулатӑп - сис те, пӗтӗҫсе¹ хунар²!

 

¹пӗтӗҫ - пӗрлеш; соединяться, сливаться.

²хуна - ӗрче; разрастись, расплодиться.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха