Аякра чухне килнӗ шухӑш
Чӑпар чаппан пек чапӑм-чысӑм,
Ялтравлӑ ятӑм та япшар.
Паллах, пуканӑм пысӑк-пысӑк,
Юлташ та тантӑш юнашар...
Темме тата тӑлланӑн тӑвӑр,
Хуллать хала хура хула,
Калассипе капланнӑ кӑкӑр...
Ярсамӑрччӗ мана яла!
Имлетӗр ирӗк те илемлӗх,
Тӑван тавралӑхӑн тупри;
Йӑллатӑр йӑпӑрт йӑл илмелӗх
Савнин салтман сап-сар кӑтри..
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха