Сыв пул чӗлхемҫӗм ӗмӗр-ӗмӗр!

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Ах, мӗн тери телейлӗ эсӗр:

Пур сирӗн хыҫҫӑн утакан!

Утатӑп вӗҫӗм, ӳкӗнмесӗр -

Хама йӗрлет-ши кам та кам?!


Митта та Хусанкай кайсассӑн

Килсе Айхи те Теветкел!..

Пулмасть-ши юлашки, ай, сассӑм?

Пӗтмест-ши ман ҫинче мехел?


Ман халӑхӑн чӗлхи - хавассӑн

Каҫса иртсе саманаран,

Ман хыҫрине те акӑнсассӑн

Пулман теес кун-ҫул харам!


...Каясчӗ канлӗн те телейлӗн

Пӗле тӑркач: ман хыҫҫӑн пур!

Сыв пул чӗлхемҫӗм ӗмӗр-ӗмӗр!

Лам хыҫҫӑн лам пин хут та кур! 

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха