Кайри - мала!
#Çунать элкер чӑвӑшӑн!
Хуса ҫитейӗп-ши сана, э, Хусанкай?!
Иртсе кайсассӑн та - шанатӑп - кӳренместӗн!
Хӑть сан, хӑть ман пӗр ӗмӗт. Вӑл - малкай¹!
Аннемӗрсен чӗлхи - эпир йӑтас хӗрес-мӗн!
"Кайри - мала! - илтетӗп мар-и-ха? - Тавай!"
Касса кӗретпӗр - парӑнать пире малашлӑх!..
Тавах, Айхи те, Теветкел те Хусанкай -
Тивлетӗр ҫитнипе ҫунать элкер² чӑвӑшӑн!
¹малкай - мал ӗмӗтлӗ; наполненный надежд на будущее
²элкер - ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗ; Орион, Плеяда
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха