Аннерен ачашрах, аттерен хытӑрах
Тӑхӑнса ҫӳрес шӑпа пӗрмай тӳнтерччӗ -
Тавӑрса саплаттӑм хушӑран…
Хӗрхенсе-ши усрава илсе ӳстерчӗ
Ӗмӗтрен хунанӑ савӑк шӑплӑх ман.
Аннерен те ачашрах манпа пуплет-ҫке
Халь те хӳтлӗх шыраса килсен.
Аттерен те хытӑрах ыйтса йӗплет-ҫке
Ӳркеве пула вилсессӗн сӑввӑмсем.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха