Сӑмах - сӳнми таса хӗлхемӗм
Эп хам - чиркӳ. Манра - хӑватлӑ кӗлӗ.
Чӗлхемҫӗм - чан: чӗнет те, хистемест.
Тулти шӑв-шав, ҫынсен суя кӗрлевӗ
Хупласшӑн шав - ӑша витереймест.
Ӑшра - ҫурта. Сӑмах пупленӗ ҫемӗн
Айшатӑн ҫутӑ ӑшӑ салатать.
Кашни сӑмах - сӳнми таса хӗлхемӗм -
Ӳксен чуна - сӑваплӑн тасатать.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха