Паянӑм
Ҫак ҫӗр каҫ вилмелле йӑлӑхтармӑш Паянӑм -
Ӗнерхи кунӑмран нишлӗрех те ырхан...
Сӑввӑмпа тӗтӗрсе кӗл тӑваттӑм наяннӑн -
Чӳречем айӗнче шӑхӑрать-ҫке Ыран.
Йӑлапа хурланҫи тумалаччӗ... Тумарӑм!
Ҫухату йӳҫҫипе тивертми пулнӑнах
Куҫӑмран пӗр тумлам кӑлармарӑм. Мӑнтарӑн!
Ҫавӑн чух янӑрарӗ пӳртре лӑпкӑ "ах!"...
Савнирен те хӗрӳллӗ чуп турӗ. Эй, Турӑ!
Ӗнер ҫеҫ юратуллӑн Ыранӑм тени.
Йӳтемен. Чирлемен. Куҫ пӑвман. Тӑп-тӑр урӑ:
Паяна улӑштарчӗ Паянӑм: ҫӗнни!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха