Ӳксе сӳнмен чухне
Халь-халь ална ӳкес пек Ҫӑлтӑр
Вӗҫертрӗ кулӑ - кусрӗ кӑлтӑр!..
Ҫырлах! Ӑсна пӑтратнӑ Ҫылӑх
Халь-халь ҫыртас пек ҫывӑх-ҫывӑх.
Сисмен пекех черченкӗ Ҫӑлтӑр
Вӗҫертӗ кулӑ - ҫиҫтӗр йӑлтӑр!
Ҫитет! Ӳксе сӳнмен чухне кӑна
Куҫпа курайӑн-иҫ ӑна.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха