Сан
Тупӑк пек типтерлӗ сӑввӑмра каллех -
Кун ҫути курмасӑр ӳкнӗ Ӗмӗт ман.
Васкавар пытарӗ мӗскӗне Калем -
Шурӑ хут алтать, кур. Калӑн, ывӑнман.
Пепкине ҫухатнӑ амӑш евӗрех
Хурлӑхпа хуралнӑ куҫҫульне тӑкса
Шӑппӑн та йӑвашшӑн ҫирӗп йӗркерех
Асӑнма хӑварӗ ятсӑр-шывсӑр "сан"¹.
сан¹ - сумлӑ ят; чин, звание
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха