Мӗнле ятпа ҫӳрет халь Турӑ?

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026

Мӗнле ятпа ҫӳрет халь Турӑ?

Мӗн хак тӑрать "этем" сӑмах?

Шурри - хура? Хури-и шурӑ?

Хӑшне картаҫҫӗ маларах?

   Мана пӗрех. Утатӑп эпӗ.

   Куҫ хывнӑ ҫул - хам пек - усал...

Суту-илӳ тӑвать шав пурнӑҫ -

Шӑпа яма та кирлӗ мар.

Шӑв-шав нумай, хӑсмалӑх - курнӑҫ...

И-и...пурнӑҫ-пурнӑҫ - хӑй пасар.

    Мана пӗрех. Утатӑп эпӗ.

    Ман хамӑн ҫул, утма сӑлтав...

  Суту-илӳ савать чеелӗх -

Хампа ӑна чиксе тухман. 

Хисеп, сӑвап, ят-сум илмелӗх

Суяс-пуяс ӑстай пухман.

          Мана пӗрех. Утатӑп эпӗ.

    Илме, сутма та шут пулман.

Сутмалӑх пур-та-ха тӳр кӑмӑл -

Илес текенӗ, тем, ҫукрах.

Атте-аннен еткерӗ ҫӑмӑл

Пӗр хамшӑн ҫеҫ те - йӑтмаллах.

      Мана пӗрех. Йӑтатӑп эпӗ.

     Утатӑп эпӗ. Пар иртме!

Тивмен, сирмен - куратӑр хӑвӑр

Утатӑп хам - хам ҫулпалах.

Пасарӗ пысӑк пек те - тӑвӑр

Ун витӗр ман та тухмаллах.


*карт - почитать

*курнӑҫ - кокетство, жеманство

*еткер - наследство

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха