Поэт чӗм кӗртнӗ кӗвӗ
Сулланчӑк Шухӑша хӑюллӑн тирпейлерӗ
Кунсем хӑйранипе туптаннӑ ҫивӗч Ӑс.
Вакланнӑ Туйӑмсем вилмен пӗрех, чӗп-чӗрӗ
Ӑстаҫӑ сӑввинчех - пултарайсассӑн ӑс!
Сӑмах сыптаракан сӑвапӗ те тӗллевӗ -
Ҫӑлса хӑварнӑ чун, сайра сыхланнӑ нит¹.
Йӳтемӗш тӗнчере Поэт чӗм кӗртнӗ кӗвӗ
Эмелленме, чӑнах та, кирлӗ, кирлӗ пит!
нит¹ - совеҫ; совесть
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха