Самана!
Мӗнле пур, ҫавӑн пек чӑт та тӳс, сав мана -
Хам пекех чарма ҫук кутӑнҫи Самана!
Санчченхи ӗмӗрсем пулнӑ - пултӑр - кӑра...
Урӑхла пулса кур: тӗлӗнтер, ан хӑра.
Килӗшер-и тата: эс те, эп те - тусан.
Ӑрусем умӗнчех вӑй виҫме хӑтлансан???
Ӑсли ҫук халӑхран - тыт асра та сыхлан:
Юратнишӗн - сӑвап, курайманшӑн - ылхан.
Патшалӑх хӗрӗ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха