Эй, Самана!
"Ытла вӗри, ытла хӑюллӑ;
Ытла та аскӑн йӑлтӑр кулӑ", -
Тиркевлӗн пӑхрӗ Самана...
Калайӑн Эп кунта хӑна!..
Чеен сӑнать ҫӳлтен Патшалӑх...
Куҫран пӑхать ӑс-тӑнлӑ Халӑх...
Ваккачӗ¹ хӑшӗ? Кам тӳре²?
Кам сут тӑвать ыран пире?
Хулканӑм - хут, калемӗм - хӗҫӗм,
Сӑмахӑм - вилӗм те сиплевҫӗ -
Хӑвна курах, э, Самана,
Лерен ӑсатнӑ пуль мана?!
ваккат¹ - адвокат.
тӳре² – судья.
Патшалӑх хӗрӗ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха