Ан васка, ан васкат

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


Ҫавӑнта, ҫӳллӗшре, ахӑртнех, пур Такам -

Ман ятпа ҫунмалли ҫӑлтӑра ҫутакан.

Ӳпкевпе юнаман, кӑлармасӑр пӗр сас

Кӑтартасшӑн пекех - ҫӗр ҫинчи веҫ кас-кас¹:

"Пӗр килет, пӗр каять - пӗтӗмпех – вӑхӑтра.,

Ан васка, ан васкат, ан хускал - ан пӑтрат.

Чӗлхӳрен ан вӗҫерт кӳренӳ те ылхан -

Ак, кунтан курӑнать. Кӗтсе ил - эпӗ хам..."

© Патшалӑх хӗрӗ

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха