Ман халӑх вӑйӗ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 10.11.2026


 

Шӑхлич вӗрсе кӑларнӑ сассӑн

Ши-и! шӑхӑрса тухса кайсассӑн

Сан витӗр, мӗскӗн Самана,

Шӑлса каятӑп тусанна!


Черет килсен - тепри тухсассӑн

Шӑранӗ шӑйрӑксӑр, хавассӑн

Ман халӑх ӗмӗртнӗ Сӑмах -

Чӗм¹ кӗртнӗрен Поэт татах!


Татах - пин хут та - хуплаймастӑн:

Тӑрин ҫӗкленӗ янкӑс сассӑм -

Вилсе ҫуралӗ ахрӑмла!

Ман халӑх вӑйӗ вӑл - тӑнла!

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха