Ватӑ Кӗнекем

Хуплашка
Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 08.11.2026

Нӳрӗк витнӗ Кӗнекен

Шӑршине ҫӑтатӑп...

- Тӑранман Вӗренекен,

Ватӑ эпӗ, ватӑ...

Пӑрӑн! Чуп, кайса аташ -

Вӑхӑт питӗ кутӑн...

- Шырамастӑп тек юлташ.

Туянатӑп, сутӑн!

...Пурнӑҫ хыпнӑ Кӗнекем,

Ӑс-тӑнун ҫук тӗпӗ...

Астармалӑх пур пирке -

Яшлӑхпа тӳлетӗп.

©Мальвина

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха