Шӑплӑх ман
Никама та памастӑп сана!
Пӳлӗмрен те пачах кӑлармастӑп!
Эсӗ манӑн, пӗр манӑн кӑна!
Сывалаймӑп сана парӑнмас - тӑк.
...Хӑвалать йӑлӑхтармӑш Шӑв-шав,
Кумакан Ялтӑрав ҫулӑхасшӑн...
Эс пулсамччӗ кӑштах юнашар -
Шӑплӑх ман! Канӑҫпа вит, тархасшӑн.
..
Куҫ ан куртӑр, ан илттӗр хӑлхам -
Ҫапӑҫса ҫитереймӗн тӗнчешӗн.
Тӗрӗсмарлӑх ҫӗкленӗ пӑлхав²
Лӑпланать илтсенех: "кил-ха, тӗршӗн".
...Сирпӗнсе тухакан ылхана,
Тавӑрас йӳтӗме те ҫӑтатӑн:
Чӑт мана. Савӑшар пӗр кана -
Шӑплӑх ман - янӑравсӑр хӑватӑм...
¹кум - ҫапкалан; сновать.
²пӑлхав - хумхану; бунт.
©Патшалӑх хӗрӗ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха