Чӗлхем янратӑрччӗ кӑна!
Пӗрех мана: сирсе хӑварччӑр,
Нихҫан ан асӑнччӑр ята,
Шӑм-шаккӑм тӑрӑх утчӑр, кайччӑр:
Чӗлхем янратӑрччӗ кӑна!
Ура айне выртса юлсан та
Илтсе выртасчӗ чӗлхеме!
Телейлӗ, кур, хура тусан та
Хускатнӑ чух ӑна этем!..
©Патшалӑх хӗрӗ
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха