Шӑллӑма
Сӳнтерме хӑратӑп халӗ интернет -
Тен, ҫырса ярать-ха, чун-чӗре кӗтет.
Сассуна парсамччӗ, шӑллӑм, инҫетрен
Ман пӗлсе тӑрасчӗ эсӗ чӗррине!
Аса ил-ха, шӑллӑм, пӗчӗккӗ чухне
Пӗтӗмпе пайланӑ пуррине-ҫукне
Халӗ те ҫавах-иҫ: савнӑҫа-хуйха
Пайлама пӗлсессӗн - пурӑнатпӑр-ха!
Пурӑнатпӑр-ха!
Эсӗ пысӑкланнӑ, шӑллӑм кӑна мар:
Тватӑ ача ашшӗ, чыслӑ-сумлӑ ар -
Пул чее те ӑслӑ, ҫивӗч тӑшманран
Ӗҫ нумай кунта та! - тет ял-йыш, тӑван...
Аса ил-ха, шӑллӑм, пӗчӗккӗ чухне
Мӗн тери хастар та ҫивӗч пулнине
Мыскара пулсан та, пулсан пӑтӑрмах
Эс тухма пӗлеттӗн унтан яланах!
Тух та таврӑнах!
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха