Пехиллӗ Ҫил

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 23.11.2026

Туртса илме хӑтланӗҫ ирӗк,

Хупасшӑн пулӗҫ ҫул-йӗре.

Пуҫна ан ус: ҫунат сан ҫирӗп,

Еккӳ - таса, чӗрӳ - чӗрех...


Сутса яма сӗнсессӗн ӗмӗт

Юлташ ятпах сунса ырра

"Тухатӑп витӗр, пур-пӗр ҫӗнӗп", -

Теме ан ман - хавал хӑврах.


Ура лартсах чарма хӑтланӗҫ -

Ҫӗклен ҫак ҫылӑхлӑ ҫӗртен!

Ҫӳлтех килӳ - упрать-ха канӑҫ

Кӗрсе тухма ҫеҫ ан ӳркен...


Хӑюллӑ пул, тӗнче ачийӗ -

Упрать сана таса пехил!

Этем те мар, чараймӗ Вилӗм -

Малтан-мала вӗҫсемччӗ, Ҫил

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха