Пукане
Сарӑ ҫӳҫлӗ пукане -
Выляма чипер парне.
Ҫип ҫинчи ҫут пуҫӗпе
Кирлӗ чухлӗ сӗлтнипе
Илӗртет хӑй хуҫине.
Урлӑ пӑхмасть ун ҫине.
Чакӑр куҫлӑ пукане
Йышӑнсан ҫын пуканне
Патшалла тытма хӑйне
Пикенсе: пӑрать мӑйне...
Пыртармасть текех патне!
Асӑнма ан хӑй ятне...
Илӗртӳллӗ пукане
Хӑтланать-ха вӗрентме!..
Каламастӑп, хӑв пӗлен:
Шутлама ӑна пӳрмен
Ҫавӑнпа иртен-ҫӳрен
Уншӑн пус та тӳлемен.
Ҫутӑ сӑнлӑ пукане -
Ан та ҫулӑх яхӑнне -
Тухас тесе этеме
Халь вӗреннӗ пуплеме!..
Кӑлтӑк юлнӑ пур-пӗрех -
Ҫуккӑ пуканен чӗре.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха