Сементер чĕппи хӑюллӑ

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 23.11.2026

Ирĕке иленнĕ Кайӑк

Ҫĕклеме тӑрсан ҫунат

Алчӑрса каять Çанталӑк:

Пӑчланман-им кун хӑват?!

Ҫӑтмахпа тӑрлавсӑр тамӑк

Йĕтесле вылянӑ чух

Самаях ҫухатрĕ мамӑк:

Пĕтрĕ тĕкĕ - юлчĕ чун...

Сементер чĕппи хӑюллӑ:

Вучахра сӳнсен хĕлхем...

Шӑранса туптаннӑ хурҫӑн

Ҫĕкленме тупать хевте.

Сирĕнтен кĕтмен те хӳтлĕх

Мĕн илейĕн кӑмрӑкран?

Кĕл купи... ҫилсемшĕн шӳтлĕх

Пултӑрах, эппин, кайран.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха