Виҫӗ кушак тата алӑк

Хуплашка
Автор: Аҫтахар Плотников · Вырнаҫтарнӑ: 07.11.2026

Манӑн килте виҫӗ кушак. Кашнин хӑйӗн характерӗ.

Аслӑ кушакки Кӑсӑя ятлӑ. Виҫӗ тӗслӗ ама кушак. Те кайӑк ятне панӑран ман алӑ ҫине хӑпарса ларма юратать. Чӑхсем шерте ҫине хӑпарса ларнӑ евӗр. Хӑпарса ларать те мӑрлатма пуҫлать. Хуҫин вара темле ӗҫлемелле...

Тепӗр икӗ кушакки унӑн ҫурисем. Кӑсӑя лайӑх кушак темелле, анчах ҫурисене курсан вӗсем ҫине пӑшлатма тытӑнать. Чӑн та, ытти ҫурисем валли эп ҫӗнӗ хуҫа тупса, кӑсене вара килте хӑварнӑ. Ҫавӑнпа кӗвӗҫет те пуль...

Ҫурисенчен асли — Сантехник ятлӑ. Ятне ҫура пулнӑ чухне пӑрӑхра вылянӑшӑн панӑ. Аҫа. Тӗсӗпе те илемлӗччӗ, ҫӑмӗ те ачашлама типӗ ҫемҫеччӗ. Ҫавӑншӑнах хӑвартӑм. Аван кушак, анчах хӑш-чухне нумайлӑха таҫта ҫухалать. Таса та тутӑ таврӑннӑран унӑн таҫта иккӗмӗш килӗ пур пуль тетӗп. Нумай пулмасть икӗ-виҫӗ уйӑхлӑха ҫухалчӗ. Эх, тетӗп, тӗппипех пӗтрӗ ӗнтӗ ку кушак тетӗп. Мӗн тетӗр? Пӗр кунхине таврӑнчӗ. Таса та тутӑ. Ним пулман пек хӑйӗн вырӑнне, чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса выртрӗ те мӑрлатса ҫывӑрма пуҫларӗ.

Кӗҫӗнни, пӗчӗкскер, Мӑрмӑр ятлӑ. Ама, амӑшӗ пекех виҫӗ тӗслӗскер. Ҫавӑншӑн хӑвартӑм та ӗнтӗ. Питӗ ачаш кушак, алла илсенех мӑрлатма тытӑнать. Амӑшне кӗвӗҫмест, унпа вӑрҫӑнмасть. Лӑпкӑ, ачаш кушак.

Паллах, урама вӗсен алӑкран тухмалла. Ял кушаккисем-ҫке. Вӑт, кашни кушакки хӑйне евӗр.

Асли, никамран та ыйтса тӑмасть, алӑк хӑлӑпӗ ҫине сиксе ларать те алӑка уҫса хӑйех тухса каять. Урамра ҫулла-и, хӗлле-и пӑхса тӑмасть. Ҫавна пулах алӑка питӗрсе тӑма тивет. Уйрӑмах хӗлле темиҫе хут пӳлӗмри сивве пула вӑранса кайнӑ хыҫҫӑн.

Кӗҫӗн виҫӗ тӗслӗ кушак макӑрса алӑка уҫса пама ыйтать. Сӑпайлӑскер темелле.

Аҫа кушакки вара алӑк умне ларать те сехечӗ-сехечӗпе кӗтсе ларма пултарать. Ни макӑрса ыйтмасть, ни урӑхла палӑртмасть. Алӑка уҫсан кӑна вӑшт кӑна урамалла тухса вӗҫтерет.

Комментарисем (2)

Ирина2026-11-07 15:55:22
Аван!
Ваҫҫа2026-11-08 19:09:20
Епелерех! Виҫӗ кушак… пӗр алӑк…Алӑк хӑлӑпӗ … вӑл пӑрӑнманни пуль… тата “кӗле” пур - засов. Темле ӗнте…