Куҫу пӑвать

Автор: Мальвина Петрова · Вырнаҫтарнӑ: 20.11.2026

Куҫу пӑтратнӑ авӑра

Тимлетĕп шӑп, хӑра-хӑра:

Сенкер кӑвак, ҫӑра-ҫӑра...

Туртса кĕрсессĕн вӑчӑран

Ҫыхса хурассӑн туйӑнать.

Аллу картланӑ чӑтлӑхра

Ҫухалчĕ пĕвĕн тӑтӑрха,

Арканчĕ кӑмӑлӑн тӑрха...

Пин-пин сехет самантлӑхра

Вилсе ҫуралнӑн туйӑнать.

Туту шыранӑ сӑрт-тура

Ҫурхи шыв-шур тапса тӑрать:

Тумлам-тумламӑн пуҫтара

Кантарӑн антӑхнӑ ӑшна...

Ҫук, халех мар, тарас пулать...

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха