Кӗркунне

Автор: Владимир Андреев · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Алексей Плещеев

Кӗркунне те ҫитрӗ,

Шанчӗҫ чечексем,

Кичемленнӗ питӗ

Ҫулҫӑсӑр тӗмсем.


Тепейсе саралнӑ

Курӑк улӑхра,

Кӗрхисем ҫеҫ чаплӑ

Симӗс пусӑра.


Пӗлӗтсем хупларӗҫ,

Ҫутатмасть хӗвел,

Ҫилӗсем алхасрӗҫ,

Ҫумӑр пӗрӗхет.


Юханшыв вылярӗ

Шавлӑ шывӗпе,

Тӗрлӗ кайӑк кайрӗ

Кӑнтӑр еннелле.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха