Пӗрремӗш юр

Автор: Владимир Андреев · Вырнаҫтарнӑ: 18.11.2026

Асӑрханса та юратса 

Юр шуратать хура ҫӗре. 

Пыратӑп эп ӑна ашса, 

Юрпа юрлать хавас чӗре. 

Ӗнер кӑна хура тӗнче 

Паян ҫӗн ҫын пекех хитре, 

Ӑна пӑхатӑн килленсе, 

Вӑл вӑтанасшӑн ирӗлсе. 

Юр пӗрчисем ҫиҫе-ҫиҫе 

Хӗл килессе калаҫ пире, 

Ман ӗмӗтсем каяҫ инҫе 

Шанӑҫпала пулса пӗрле.

Комментарисем (0)

Комментарисем çук-ха