Ҫупӑрла ҫумӑрла
Ҫупӑрла
Ҫумӑрла
ҫӑвӑнам
ҫумӑнта:
ҫеҫпӗлле
ҫурӑлам
ҫеҫкесем
ҫуратам
Сӑнасам
Санашкал
сӑнлисем
сулхӑнта
саралман:
сӑнарна
сыпкӑншар
сыпнӑран.
Тухатсам –
тутамран
тумлатса
тӑкӑнсан
туйӑму
тӗвелетӗр
тепре
татӑҫу:
Кил каллех
каплансан
кӑвасак
кӑмӑлу
кирлине
куратех
кӑн-кӑваккӑн
куҫу.
Комментарисем (0)
Комментарисем çук-ха